2235 | Лаша вырӑнне пакша тыттарса хӑварнӑ тет. | Ут — Лаша |
2236 | Лаша вырӑнне чӑпӑркка кӳлсе ҫӳреме май ҫук ҫав. | Ут — Лаша |
2237 | Лаша илес тесен ҫамрӑккине ил. | Ут — Лаша |
2238 | Лаша йӑваланнӑ ҫӗре ҫӑм тӑкӑнса юлатех. | Ут — Лаша |
2239 | Лаша йӗвен шырамасть. | Ут — Лаша |
2240 | Лаша йӗвенне алран алла тыттараҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2241 | Лаша йӗпене сӑмсипе туртать теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2242 | Лаша йӗрне лаша пусать, этем йӗрне этем пусать. | Ут — Лаша |
2243 | Лаша кӗлерсен кӗлӗ вӑлама вӑхӑт ҫук. | Ут — Лаша |
2244 | Лаша кӳлес чух пӗкӗ авмаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2245 | Лаша кӳлсе тӑвара пӗлмест, ҫапах хӗр суйлать. | Ут — Лаша |
2246 | Лаша лавра палӑрать, этем ӗҫре палӑрать. | Ут — Лаша |
2247 | Лаша лайӑх — ҫул кӗске, ачи лайӑх — ҫӗр кӗске. | Ут — Лаша |
2248 | Лаша лайӑххи хуҫаран килет. | Ут — Лаша |
2249 | Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет тет, йытӑ йытта вӗрнинчен. | Ут — Лаша |
2250 | Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет, йытӑ йытта шӑршласа, пуян пуяна мулӗнчен. | Ут — Лаша |
2251 | Лаша пасарӗнче — чикан, виле масарӗнче — ҫӑхан. | Ут — Лаша |
2253 | Лаша пурри лашапа, ямшӑк пурри ямшӑкпа. | Ут — Лаша |
2252 | Лаша пуҫ сутнӑ. | Ут — Лаша |
2256 | Лаша ҫине ҫилленсе урапине ма ватас. | Ут — Лаша |
2257 | Лаша ҫинчен ӳксе курмасӑр юланутҫӑ пулаймӑн. | Ут — Лаша |
2255 | Лаша ҫукки — пурнӑҫ ҫукки. | Ут — Лаша |
2258 | Лаша ҫумӑра тулхӑрать. | Ут — Лаша |
2259 | Лаша ҫунатлӑ тет. | Ут — Лаша |
2254 | Лаша ҫын ури ҫине пуссан: «Асӑрхаймарӑм», ӗни: «Хытӑрах пусаймарӑм», — тесе калать тет. | Ут — Лаша |
2260 | Лаша ҫынна таптамасть теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2263 | Лаша та хуйхӑрма пӗлет теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2261 | Лаша тапас ҫук тесе ан кала, йытӑ ҫыртас ҫук тесе ан кала. | Ут — Лаша |
2262 | Лаша таптанӑ чух минтер хурса, ӗне чул хурса таптать. | Ут — Лаша |
2264 | Лаша тӑват ураллӑ пулсан та такӑнать. | Ут — Лаша |
2265 | Лаша тытайман ҫын арӑмне те тытайман. | Ут — Лаша |
2266 | Лаша ури саккӑр мар, саккӑрӑн ларма кирлӗ мар. | Ут — Лаша |
2267 | Лаша утланакана утланичченех паллать тет. | Ут — Лаша |
2269 | Лаша хатӗрӗ юсав пултӑр теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2270 | Лаша хӑйне хӑй тӑрантать. | Ут — Лаша |
2271 | Лаша хӳрине шыв урлӑ каҫарнӑ. | Ут — Лаша |
2272 | Лаша хыҫҫӑн сӗлӗ ҫӳремест. | Ут — Лаша |
2273 | Лаша чӗлхи лаша ҫаврать. | Ут — Лаша |
2274 | Лаша юртать — ҫул юлать, ӗмӗр иртет — кун юлать. | Ут — Лаша |
2275 | Лашаллӑ ҫын нушана та парӑнмасть. | Ут — Лаша |
2276 | Лашан ури те тӑваттӑ, пурпӗрех такӑнать. | Ут — Лаша |
2211 | Лашан хыҫне ан тӑр, пуянӑн умне ан тӑр. | Ут — Лаша |
2278 | Лашана апат тӑвать. | Ут — Лаша |
2290 | Лашана вӑрласа кайсан нӑхтине урама кӑларса ывӑт. | Ут — Лаша |
2279 | Лашана кашӑкпа шӑвармаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2280 | Лашана патак мар, сӗлӗ чуптарать. | Ут — Лаша |
2281 | Лашана хӑйӗн ури вӑрлать. | Ут — Лаша |
2282 | Лашана хӗрхенсен ҫуранах утас пулать. | Ут — Лаша |
2283 | Лашана чӑпӑрккапа ан ҫап, сӗлӗпе ҫап. | Ут — Лаша |
2284 | Лашана шӑхӑрса шӑвараҫҫӗ. | Ут — Лаша |